Ч?к уйaхeн 20-мeшeнче Чaваш Республикин хулисемпе районeсенче юстиципе шалти eçсен органeсен eçченeсем, ача прависене х?тeлекен уполномоченнaйсем, вырaнти хaй тытaмлaх тата патшалaх влаç органeсен представителeсем, нотариуссемпе адвокатсен пeрлeхeсем, вeрен?пе коммерци шутне кeмен ытти организацисем хутшaннипе тeрлe мероприяти иртет. Раççей Федерацийeн Президенчeн Шупашкарта вырнаçнa йышaну п?лeмeнче (Шупашкар хули, Ленинград урамe, 36-мeш çурт) Раççей Федерацийeн Юстици министерствин Чaваш Республикинчи управленийeн ерт?çи Д.Сержантов çак кун ачасен прависемпе интересeсене, ирeкeсене х?тeлессипе çыхaннa ыйтусемпе граждансене 13.00-15.00 сехетсенче йышaнать. Ыйтусем пулсан граждансем маларах 8(8352)62-22-33, 62-22-55 номерсемпе çыхaнма пултараççe. Ачасене право пулaшaвe паракан çакaн евeр пунктсене халaха патшалaх пулaшaвeпе тивeçтерекен нумай функциллe центрсенче, вeрен? учрежденийeсенче, ача çурчeсенче, çул çитменнисен социаллa реабилитаци центрeсенче те йeркелеме палaртнa. Çак темaпа çыхaннa тeп мероприятисен планeпе эсир Раççей Федерацийeн Юстици министерствин Чaваш Республикинчи управленийeн (to21.minjust.ru) Чaваш Республикин влаç органeсен официаллa порталeн сайчeсене кeрсе паллашма пултаратaр.

Çак кун Комсомольски районeнче те тeрлe мероприяти пулe. Акa, Надежда Платоновaпа Николай Афанасьев адвокатсем Хырхeрри тeп, Комсомольски 1-мeш вaтам шкулeсенче лекци тата право ыйтaвeсемпе консультацисем ирттерeç. Халaха социаллa пулaшу паракан центрта eçлекенсем "Сирeн правасемпе тивeçсем" калаçупа вeренекенсем умне тухeç. Комсомольски полици пайeн çул çитменнисемпе eçлекен подразделенийeн eçченeсем "Йeркене пaснaшaн çул çитменнисене административлa яваплaх тыттарасси", район прокуратуринче тaрaшакансем "Наркоманипе токсикоманирен асaрхаттарасси" темaсемпе калаçу ирттерме палaртнa. ЧР ачасен прависемпе eçлекен уполномоченнaйaн районти пулaшаканe район администрацийeн çуртeнче 8-17 сехетсенче ачасене, ашшe-амaшне йышaнать, право ыйтaвeсемпе консультаци парать. Çавaн пекех район администрацийeн юридици служби тата опекaпа попечительство секторe те консультаци, тематика сехечeсем ирттерме палaртнa.

 

19 ноября 2014
13:17