Тeрлe сaлтава пула пeччен, тимлeхсeр юлнa ватaсене, инвалидсене тивeçлe пулaшу парас тесе районта
сахал мар тaрaшаççe. Ку енeпе уйрaмах халaха социаллa пулaшу паракан центр тимлет. Вaл çакaн пек çынсене хaйeн хÿттине илет, тaтaшах вeсен пурнaçeпе интересленет. Центр ертÿçи Татьяна Геннадьевна Смирнова eç кал-кал пытaр тесе тaрaшать те. Çавна май вaхaтлaх пурaнмалли уйрaмсене кайса çÿрет, ватaсемпе тeл пулать, пурнaç условийeсемпе паллашать.
«Пирeн тeп тeллев — вaхaтлaх пурaнмалли çуртсенчи ватaсене, унсaр пуçне пeччен пурaнакан кинемейсемпе мучисене тата инвалидсене социаллa пулaшупа тивeçтересси тата вeсен пурнaç условийeсене кирлe шайра тытса тaрасси. Çывaх çыннисемсeр тaрса юлнaскерсем хaйсене ыттисемпе тан туйччaр тесе eçлетпeр», — тет Татьяна Геннадьевна.
Паянхи куна районта вaхaтлaх пурaнмалли икe уйрaм —Шурутпа Хирти Мaнтaр ялeсенче. Вeсенче кашнийeшeнче 10-шар çын пурaнать. Çак уйрaмсен eçe-хeлне опытлa ертÿçeсем — Ольга Сергеевна Бугровская, Валентина Карповна Уткина йeркелесе пыраççe. Унта тeпленнe çынсене пурaнма пур услови те çителeклe. Пÿлeмсенче хaтлa та илемлe, таса, aшa. Вулама хаçат-журнал çителeклех, кaмaл пулсан, телевизор кур. Уçaлма тухас тесен те чару çук. Вaй çитсен уйрaм çумeнчи çeр участокeнче eçлеме пулать. Унта вeсем тeрлe пахча çимeç, чечек çитeнтереççe. Çакa апат хaй хаклaхне чакарма парать те. Ватaсемпе инвалидсене кунне 3 хутчен апатлантараççe, кашни эрнерех мунча хутса кeртеççe. Уйрaмсене сенкер çулaмпа хутса aшaтаççe, шыва кeме тата тухма канализаци пaрaхeсемпе çыхaнтарнa. Пур услови те — ватaсен пурнaçне çaмaллатасси. Шaкaл-шaкaл калаçса пeр çемьери пек пурaнаççe кунта. Тeрлe мероприятисем йeркелени, куллен хaнасем килсе çÿрени ватaсен кaмaлне çeклет. Шкул ачисем тaтaшах юрласа, ташласа савaнтараççe.
Унсaр пуçне кинемейсемпе мучисене килтех пaхса тaракан ятарлa социаллa eçченсем те тимлеççe центрта. Вeсем хaйсем пaхса тaракан участоксенчи ватaсемпе инвалидсене эмел, апат-çимeç, кил-тeрeшре кирлe япала туянса параççe, хуçалaхри eçсене пурнaçлаççe, тирпейлеççe. Пeлтeр, сaмахран, çакaн пек eçченсем пурe 114 çынна пaхса тaнa, вeсенчен 4-шe — тыл eçченeсем, eç ветеранeсем — 64, инвалидсем — 27-eн. Халaха килте социаллa пулaшу паракан уйрaмри eçсене Марина Андреевна Смирновaпа Анжелика Михайловна Абукина йeркелесе пыраççe.
Сусaр çынсене пaхасси те вeсен тивeçe. Пeлтeр центр 389 инвалида учета илнe. Вeсене кресло-урапапа, костыльпе, ал туйипе, лайaхрах илтме пулaшакан аппаратпа, ятарлa атa-пушмакпа тата ытти реабилитаци япалисемпе те тивeçтернe. «Центр eçченeсем ватaсемпе инвалидсен пурнaç условийeсене лайaхлатассишeн нумай тaрaшаççe. Патшалaх паракан çaмaллaхсемпе, ытти тeрлe енлe пулaшупа туллин усa курччaр тесе çине тaрса eçлетпeр. Унпа пeрлех хÿтлeхсeр юлнисене вaхaтлaх уйрaмсене пурaнма вырнаçтаратпaр. Пeччен пурaнакан ватaсене эпир яланах пулaшма хатeр», — терe калаçaва вeçлесе Т.Г.Смирнова.
14:35