Июнeн 8-мeшeнче социаллa тытaмра тaрaшакансем хaйсен професси уявне паллa тaваççe. Ку йывaрлaха лекнe çынсен шaпине çaмaллатма тaрaшакансен, вeсене ырa тума васкакансен, хaйсен чун aшшине ыттисемшeн хeрхенменнисен, ырa кaмaллaх парнелекенсен праçникe.

Социаллa службaн тeп пуянлaхe — унта тaрaшакан маттурсем. Асaннa тытaмра eçлемешкeн çaмaл мар, ют çыннaн чун ыратaвне тепри aнланмасан та, туймасан та пултарать. Шaпах çакaнта тaрaшакансем вара кашнин шaпине чун патне илеççe, йывaр вaхaтра пулaшма тaрaшаççe, тeрлe ыйтaва татса параççe.

Шурутри вaхaтлaх пурaнмалли уйрaмра ял хуçалaхeнче хастар eçленисем, тaлaх арaмсем, тыл eçченeсем, сусaрсемпе ватaсем хÿтлeх тупнa. Валентина Карповна Уткина ертсе пыракан коллектив вeсен шaпине çaмaллатассишeн нумай тaрaшать. Вaл уйрaма 2009 çултанпа ертсе пырать. Валентина Карповна çак специальноçа чaннипех те чун ыйтнипе, туртaмпа суйласа илнине пытармасть. «Малтан фармацевта вeрентeм, пeр хушa eçлерeм те. Каярах вара патшалaх социаллa университетeнче пeлeве ÿстертeм. Eçе чунтан юрататaп», — тет хeрарaм.

Администраци пуçарнипе юлашки вaхaтра учрежденин пурлaхпа техника никeсне чылай пуянлатнa тата çынсене йaлара кирлe япаласемпе тивeçтернe. Кулленех усa куракан тeрлe аппаратура туяннa. Пeр сaмахпа каласан, ватaсем яланах хÿтлeхре, хaйсене килти пек туяççe. Кaмaл пулсассaн мунча кeме, телевизор курма, радио итлеме, кeнеке вулама май пур.

Уйрaмра чaннипех те хaтлa: пÿлeмсенче çутa та таса, апат тулaх, рационта пулa, аш-какай, пахча çимeç, улма-çырла çулталaкaн кирек хaш вaхaтeнче те кирлe чухлех.

Аслa aрури çынсемпе сусaрсем хaйсем те пултарнa таран кунти пурнaçа лайaхлатассишeн тaрaшаççe. Культура мероприятийeсене уйрaмах кaмaллаççe, уявсене хутшaнаççe. Тaтaшах шкул ачисем те концертсемпе савaнтараççe.

— Паянхи куна уйрaмра 10 çын пурaнать. Вeсем ÿпкелешнине илтмен, яланах кaмaллa. Кунта чылай çул тaрaшакан eçченсен О.В.Никитинан, А.Н.Голубеван, А.Н.Иванован тÿпи те çук мар. Вeсем ватaсемпе яланах aшa кaмaлпа шaкaл-шaкaл калаçаççe, пулaшаççe», — тет Валентина Карповна.

Ертÿçe чaннипех те тaрaшуллa, маттур, eçчен пулнине eçри ÿсeмсем çирeплетеççe. Вeсем кашни çулах республикaра иртекен «Чи лайaх уйрaм. Хaтлa çурт» конкурса хутшaнаççe. Пeрре кaна мар малти вырaнсене те йышaннa. Валентина Карповнaна eçри тaрaшулaхшaн, ватaсене пысaк тимлeх уйaрнaшaн РФ Социаллa хÿтлeх тата eç министерствин, Чaваш Республикин социаллa, демографи политикин тата eç министерствин, район администрацийeн Хисеп хучeсемпе чысланa.

Ватaсем вaхaта усaллa ирттерччeр, кичем ан пултaр тесе уйрaмра «Вaрaм eмeр», «Шанчaк» клубсем пур. Ватaсем сeтел çинче тeрлe вaйaсем выляççe, велотренажерпа ярaнаççe. «Aстаça» кружока та вeсем хаваспах çÿреççe. Алa eçe те тaваççe кунта пурaнакансем, чaлха-нуски çыхаççe.

Сусaрсене тата хaйсем тeллeн пурaнайман çынсене санитарипе гигиена хатeрeсемпе, тум тирсемпе, атa пушмакпа, вeри апатпа тивeçтересси уйрaмра тaрaшакансен тивeçe. Вeсем çакна чунпа пурнaçлаççe, ырa тума васкаççe. Ку вара чaннипех те сaваплa.

 

25 июня 2013
14:27