Лидия Константиновна Гаврилова 100 çул тултарчĕ
Мартaн 15-мeшeнче Аслa Çeрпÿел ялeнче пурaнакан Гаврилова Лидия Константиновна 100 çул тултарчe.
Лидия Константиновна Комсомольски районeн Хирти Eнел ялeнче çуралнa. Самани йывaр пулнaран çамрaкла вeренме май килмен унaн. 30-мeш çулсенче кaна вулама, çырма, шутлама вeреннe. Çамрaклaхe унaн нушаллa пулнa: ачаллах йывaр eçе кÿлeннe. Тaван çeршывaн аслa вaрçи умeн Лида аппа Аслa Çeрпÿел ялне качча тухать. Мaшaрeпе Гаврилов Яков Гавриловичпа виçe çул çеç пeрле пурaнма тÿр килет: Лидия Константиновнан упaшкине вaрçа илсе каяççe, Яков 1942 çулта вaрça хирeнче пуçне хурать. Лида аппа алaри ачипе тaрса юлать. Темле йывaр пулсан та çамрaк хeрарaм пуçне усмасть: Петьaна ура çине тaратассишeн пeтeм вaйне хурать: ватaличченех тaван колхозра тaрaшать. Eçри пултарулaхшaн Лидия Константиновнaна медальсем, Хисеп хучeсем парса чыс тунa.
Ывaлe вaхaтсaр чирлесе çeре кeни Лида аппан сывлaхне самаях хавшатрe. Çапах та паян унпа юнашар кинe, Зинаида Петровна: мaнукeсепе вeсен ачисем. Çывaх çынсем ватa çыннaн савaнaçне те, хуйхине те пeрле пайлаççe. «Тавах вeсем пурришeн», - тет 100 çулхи кинемей.
Çак савaнaçлa куна паллa тума район администрацийeн пуçлaхe Афанасьев Михаил Романович, ял администрацийeн пуçлaхe Ракчеев Геннадий Герольдович, Комсомольскинчи халахан социалла ыйтавесене тивестерекен центрен ертуси Смирнова Татьяна Геннадьевна тата Лидия Константиновнан çывaх тaванeсем пуçтарaнчeç.
Михаил Романович Раççей Президенчe Путин Владимир Владимирович янa Тав çырaвне вуласа пачe: чечек çыххи, хаклa парне парса чысларe.
«Лидия Константиновна: Эсир пирeншeн, хальхи aрушaн, тeслeх, хисепе тивeçлe çын. Эпир Сирeнпе чaннипех мухтанатпaр, сывлaху ан хавшатaр, мaнукусемпе тaванaрсен чун-чeре aшшине туйса тaрaр, малашне те сирeн килте килeшÿ хуçалантaр» , - терe Геннадий Герольдович ватaна саламласа.
Лидия Константиновнан шaллe 83 çулхи Николай Константинович Скворцов та тaван аппaшне саламлама килнe: «Аппа, эсe пeр eмeр хыçа хaварнишeн пурте чунтан савaнатпaр, малашне те çирeп сывлaхлa пулма сунатпaр» , - терe вaл.
Мaнукeсем те юратнa асламaшне ыррине кaна сунса тав сaмахeсем каларeç.
Юбиляр ячeпе вырaнти артистсем çепeç юрaсем шaрантарчeç.
Савaнaç куççулeпе тулчe ватa кинемейeн куçe. Пурнaç çулeпе малашне те тикeс утма вaй- хaват пултaрччe санaн, Лида аппа.