Бедрикемель аппа - 95 çулта

   Бедрикемель Багаутдиновна Сайдашева нумаях пулмасть 95 çул тултарнa. Aна район администрацийeн пуçлaхeн çумe И.Миннетуллин, Шурут ял поселенийeн пуçлaхe Е.Козлова, Комсомольскинчи халaхaн социаллa ыйтaвeсене тивeçтерекен центрeн ерт??и Смирнова Татьяна Геннадьевна  саламларeç, парне парса хавхалантарчeç.

    "Çак çула çитетeп тесе шутламан та. Eмeрeм вaрaм пулчe, хури-шуррине те ытларах курмарaм-ши?" - çапла пуçларe калаçaва кинемей. Тыл eçченe, eç ветеранe паян пeчченех пурaнать. Пурнaçe çaмaлах килмен пулин те никама та ?пкелемест. Çавaн пек вaл ял çынни: нихaçан та нaйкaшмасть.

      Бедрикемель Багаутдиновна 1919 çулта Тутар Шурут ялeнче çуралнa. Пурнaçe çaмaл килмен унaн, çамрaклах йывaр eçсене тумалла пулнa, амaшe хaйeнпе пeрле хире çум çумлама, тырa вырма илсе кайнa. Çитeнерехпе утa та çулнa. Тaван çeршывaн Аслa вaрçи хыççaн Бедрикемель Багаутдиновна Шафигулла Сайдашев фронтовика качча тухнa. Шел пулин те, шaпа ача п?рмен вeсене. Сайдашевсем eмeр тaршшeпех колхозра eçленe. Çемье пуçe - кладовщик пулса, кил хуçи хeрарaмe - бригадaра.

    Вaрça суранeсене пула Шафигулла ир çeре кeнe. "Упaшкапа эпир шaкaл-шaкaл, килeштерсе пурaннa. Çапах та шaпам телейлe пулчe тесе калаймастaп. Нумай çул мaшaрсaр, хaраххaн ирттер-ха. Пeчченлeх ырa япалах мар, чунри хавала йaлт илсе каять вaл. Ватлaх та çыншaн çaмaлах мар. Мана çавaн пек хисеп тунaшaн, саламланaшaн пурне те тав тaватaп", - чунне уçрe Бедрикемель Багаутдиновна.