Клуб "Надежда" - "шанчăк валеçекенĕ"
Паян - ваттисен кунe.
Клуб «Надежда»… чавашла куçарсан – шанчaк клубe. Чанах та, çак ушкaна çÿрекенсем чунра шанчaк, çутa eмeт çуратаççe, пурнaç çулe темeнле йывaр кунсем илсе килсен те ура çинче çирeппeн тaн-тaн тaма вeрентеççe. Кунта самай çулланнa ватaсем, тин кaна пенсие кайна вaй-питти çынсем те çÿреççe. Районти тeп библиотекaра пуçтарaнса пeр-пeрин саванaçне пайласа, хуйха-суйха, хaш чухне чун, ÿт ыратнине манса пeр çемье пек савaнаççe.
Кaçалхи декабрь уйaхeнче «Надежда» клуб членeсем ушкaна йeркелесе янaранпа 25 çул çитнине паллa тaваççe. Клуб eçне пуçарса яма вара библиотека eçченесем Светлана Кисаповaпа Валентина Яковлева тата Каçал ялeнче пурaннa ватa Ефросиния Алексеева нумай вaй хунa. Пурнaç таппи хайeннех тaвать: нумайeшe унтанпа пурнaçран та уйралса кайнa eнтe, çапах та кунсем иртнeçем ушкaн çeнелсе те çeнелсе пырать. Паянхи куна Надежда клубне 22 ветеран çÿрет. Çак сахал мар вaхaт хушшинче хaйсемшeн те халaхшaн та нумай-нумай усaллa eç туса ирттернe вeсем, халe те тaрaшсах eçлеççe : литература каçeсем, поэтсемпе, писательсемпе тата ытти паллa çынсемпе тeл -пулусем иртереççe; юбилейсене, çуралнa кунсене яланх пер ушкaнпа паллa тaваççe; концертсем, спектакльсем йeркелесе районти, республикaри тата ытти регионри çынсене савaнтараççe. Сaмах май каласан, «Надежда» клубне çÿрекенсем чылайaшe – районти культура çумeнчи «Касал» фольклор ушкaнeн артисчeсем. Кашни çул Сывлaх кунне пуçтаранаççe «шанчaк валеçекенсем». Нумаях пулмасть ветерансем вaрманçaсен профессиллe уявне тата çывхарса килекен Ваттисен праçникне халалласа черетлe сывлaх кунне "Чaваш вaрманe" наци паркeнче йeркелерeç. Наци паркeн историйeпе çеç мар, унaн кулленхи пурнaçeпе, eçe-хeлeпе тeплeн паллашрeç, ытармалла мар вaрман илемeпе киленчeç.
Паян вара клуб членeсем уяв ячeпе тeл пулса çавра сeтел хушшинче саванчeç , районти «Земля и люди» музейра унти экспонатсемпе паллашрeç. Чaннипех те пысaк хисепе, тимлeхе, тав сaмахeсене тивeçлe сынсем «пурaнаççe» «Надежда» клубeнче. Мeншeн тесен, вeсем пире пурнaçри ырa йaласене упрама, çамрaк aрaва патриотла туйaм аталантарма, eçе юратса тата пысaк тaрaшулaхпа пурнaçлама хавхалантараççe.
Эпир те вeсене уяв ячeпе саламлатпaр, сывлaх, канлe ватлaх сунатпaр.